Чӑваш Енри хӑш-пӗр районта ҫывӑх вӑхӑтра юсав кӗтсе илеймӗҫ. Кунта сӑмах нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсасси пирки пырать. «Тӗплӗ юсав фончӗ» коммерцилле мар организацире пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗплӗ юсавшӑн укҫа тӳлемен муниципалитетсем тӗплӗ юсава ҫывӑх 5 ҫулта кӗтсе илесси иккӗленӳллӗ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакан Чӑваш Енри ҫынсенчен 99,83 проценчӗ кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче тӳлевпе вӑхӑтра татӑлса пынӑ. Ҫак енӗпе Улатӑр (106%), Ҫӗнӗ Шупашкар (104%), Куславкка районӗ (103%), Шупашкар хули (102 %), Канаш хули (100%) лайӑххисен ретӗнче. Комсомольски (61 %), Улатӑр (74 %), Ҫӗмӗрле (74 %) районӗсем кайра пыраҫӗ. Вӗсенче ҫитес 5 ҫулта тӗплӗ юсав ирттересси иккӗленӳллӗ. Ҫапла хӑратать «Тӗплӗ юсав фончӗ» коммерцилле мар организаци.
Ҫӗнӗ Шупашкарта топиарисем (искуственнӑй газонран тунӑ кӳлепесем) пулӗҫ. Вӗсене Винокуров урамӗнче вырнаҫтарӗҫ.
Унта «Упа», «Пысӑк упа», «Пӗчӗк упа», «Йывӑҫ», «Виҫӗ сысна ҫури», «Ашак» тата тӑватӑ сак вырнаҫтарасшӑн. Ҫак кӳлепесене туянмашкӑн хула администрацийӗ 1 миллион та 463 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Кун тӗлӗшпе юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче аукцион ирттерӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗн килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн кӳлепесене 30 кунра вырнаҫтармалла. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Ҫӗнӗ ҫул тӗлне (чӳк уйӑхӗн варриччен ӗҫе вӗҫлеме шантараҫҫӗ) пулӗҫ.
Ҫӗркаҫ, 19 сехет тӗлӗнче, Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура патӗнче хӑрушла инкек пулнине, унпа ҫыхӑннӑ хыпарсене Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсех тӑчӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче 12 ҫын вилнине малтан пӗлтерчӗҫ, тепӗр пӗр-ик сехетрен хыпара ҫӗнетрӗҫ. Вилнисен шучӗ, Турра шӗкӗр, пӗр ҫын сахалраххи палӑрчӗ. Усал хыпар федерацин телекуравӗ тӑрӑх хӑвӑрт сарӑлчӗ.
Паян Чӑваш Енре хурлану кунӗ тесе пӗлтерчӗҫ, вилнисен тата аманнисен ҫемйисене укҫан пулӑшма йышӑнчӗҫ. Паллӑ ӗнтӗ, нимле кӗмӗл те хуйха сиреймӗ. Анчах шута хуни пӗрех паха. Ҫӗнӗ Шупашкарта вара хурланнине палӑртса ҫветтуй Улатимӗр кнеҫ палӑкӗ умне чечек хунӑ. Тӳре-шара та, ахаль ҫынсем те, чиркӳре ӗҫлекенсем те.
Историе аса илсен, сӑмах май, ҫакна та палӑртмалла: Улатимӗр кнеҫ пирӗн асаттесене — пӑлхарсене — хирӗҫ темиҫе хут та вӑрҫӑпа тухнӑ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн кун-ҫулне сума сӑвакансенчен хӑшӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Улатимӗр кнеҫ палӑкӗ умне чечек хуни вырӑнлах мар.
ЧР прокуратури Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫынна машинӑпа ҫӳреме чартарасшӑн, правине туртса илтересшӗн. Ведомство тӗрӗслев ирттернӗ вӑхӑтра ҫав ҫын нерв тытӑмӗн чирӗпе аптӑрать пулсан та водитель удостоверенине илнине тупса палӑртнӑ.
Арҫын чирне пула невролог патӗнче тӗрӗсленсех тӑрать. Унашкал ҫынсене права пама юрамасть. Хайхискер вара 2017 ҫулта А, А1, В, В1, С, С1, Д, Д1, М категориллӗ права илнӗ.
Невр чирӗпе аптӑракан ҫын руль умне ларни ҫынсен сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Прокуратура Ҫӗнӗ Шупашкар арҫыннине руль умне ларма чарас тесе суда заявлени ҫырнӑ.
Республика прокуратури сӗнӗвӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарта кибердружина йӗркеленӗ. Хӑйӗн ӗҫ-хӗлӗнчен вӑл халӑх тетелӗсенчи аккаунтсене тишкерӗ, хӑй ҫине алӑ хума хистекен тата террорла ӗҫсене пропагандӑлакан ҫынсен шырӗ. Ҫавӑн пекех саккуна пӑссакан ытти информацие вырнаҫтаракансене те тупма пулӑшӗ.
Йӗркене пӑсакан сайтҫӑсен аккаунтсене дрижина ҫыннисем хуптарӗҫ. Ку ӗҫре вӗсем прокуратурӑна пулӑшма ыйтӗҫ.
Кунашкал дружина пирӗн республикӑра пӗрремеш мар. Унччен маларах кибердружинӑна республикӑн тӗп хулинче йӗркеленӗччӗ. Вӗсен тӗллевӗ вара кӑшт урӑхларах — Шупашкар пирки ҫырнӑ япӑх хыпарсене тупасси тата тӗп хулан ӗҫне ырлаканскерсене сарасси.
Ҫӗнӗ Шупашкрати троллейбус управленине панкрута кӑларасшӑн. Ҫакӑн пек тӗллевли — Федерацин налук службин республикӑри управленийӗ. Предприятие панкурта кӑларма ыйтса вӑл Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ. Суда янӑ ҫырура палӑртнӑ тӑрӑх, троллейбус управленийӗн парӑмӗ — 6,8 миллион тенкӗ.
Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухмалли куна тата вӑхӑта хальлӗхе палӑртман-ха.
Иртнӗ ҫул та налукҫӑсем ҫав предприяти тӗлӗшпе суда тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Лешсем парӑма тӳлесе татнине кура троллейбус управленине республикӑн Арбитраж сучӗ ӗҫе чарса лартнӑ. Ҫапла вара ун чухне предприяти панкрута тухман, малалла ӗҫленӗ. Халӗ, ав, каллех парӑм пухӑнса кайнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче интернационалист ҫар ҫыннисене халалласа вертолет евӗр палӑк лартасшӑн. Халӗ хула администрацийӗнче ӑна ӑҫта вырнаҫтарас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ, эскиз хатӗрлеҫҫӗ.
Тӳре-шара ку ыйтӑва сӳтсе явас ҫӗре халӑха та явӑҫтарасшӑн. Ӑна ӑҫта лартасси пирки ҫынсенчен те ыйтасшӑн, вӗсен шухӑшне шута илесшӗн.
Ку палӑка, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, интернационалист ҫар ҫыннисем, ветерансем ыйтнипе лартасшӑн. Малтанлӑха хыпарланӑ тӑрӑх, ҫар вертолечӗн скульптурипе РФ Хӳтӗлев министерствин ҫарӗсен пӗри тивӗҫтерӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн эксперчӗсем Чӑваш Енри чи ванса-япӑхса пӗтнӗ ҫулсене палӑртнӑ. Списока, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, влаҫра ӗҫлекенсем патне ярса панӑ. Вӗсен кӑлтӑка пӗтерме мера йышӑнмалла.
Ҫулсене пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти хастарӗсем шӑтӑк-путӑклӑ ҫулсен рейтингне хатӗрленӗ. Списокра Шупашкарти Лапсар тата Ишлей проезчӗсем ҫӳлти йӗркесене йышӑнаҫҫӗ.
Рейтингра пӗтӗмпе — 231 объект. Япӑх ҫул тесе Шупашкарти Иван Яковлев проспектне те хаклаҫҫӗ иккен. Тӗп хуламӑрти Граждан, Хабиб Миначев урамӗсенчи япӑхнӑ вырӑнсене те начар ҫулсен йышне кӗртнӗ.
Республикӑри ытти-район хулана илсен, Улатӑрти, Канашри, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи ҫулсем пур.
Чӑваш енре шалу парӑмӗллӗ предприятисен шутӗнче Шупашкарти 1-мӗш типографи те пур. Панкрута тухнӑскерӗн куҫман пурлӑхне нумаях пулмасть сутса янине ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Анчах ҫакӑ та рабочисен умӗнче пухӑннӑ парӑмпа татӑлма ҫитмест-мӗн. Ҫакна Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлес енӗпе ӗслекен пӗрлехи комиссин ӗнерхи ларӑвӗнчереспубликӑн Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗн ертӳҫи Алексей Метелкин каланӑ.
Шалупа пысӑк парӑмлисен шутӗнче ҫавӑн пекех — Шупашкарти «Чӑвашавтотранс», Улатӑрти «АЗНХ», Шупашкарти «Силовое электрооборудование» предприятисем, Ҫӗнӗ Шупашкарти тимӗр-бетон конструкцисен 2-мӗш номерлӗ савучӗ тата асӑннӑ хулари ҫурт-йӗр строительствин комбиначӗ.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ 44 ҫулти арҫын 2002 ҫулта ҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл ун чухне 28-та пулнӑ. Преступлени хыҫҫӑн ӑна тытайман, федераци шыравне панӑ.
Арҫын 16 ҫул республика тулашӗнче, Покров хулинче, пытанса пурӑннӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл ӗҫе официаллӑ майпа вырнаҫма, ҫемье ҫавӑрма, ашшӗ пулма ӗлкӗрнӗ. «Вӑл Покров хулинче пурӑннӑ. Ӗҫе вырнаҫсан Пенси фондне укҫа хывнӑ, ҫемьеленнӗ, унӑн 18 ҫул тултарман ачи пур», - тенӗ айӑпланаканӑн ваккачӗ Алексей Бодров.
Нумай ҫул шыравра пулнӑ арҫынна кӑҫал ҫу уйӑхӗнче тытса чарнӑ. Иртнӗ эрнекун пуҫиле ӗҫе Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ пӑхса тухнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2002 ҫулта арҫын подъездра тепӗр арҫынна тӗл пулнӑ, пуҫӗнчен икӗ хутчен пенӗ. Лешӗ ун умӗнче пысӑк парӑма кӗнӗ-мӗн. Кун хыҫҫӑн арҫын республикӑран тухса тарнӑ. Пистолета ҫул ҫинче пӑрахса хӑварнӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Приговора тепӗр уйӑхран, вӗлернӗ арҫыннӑн тӑванӗсемпе кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлсен, вулӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ.
| Евдокимов Николай Евдокимович, xӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни вилнӗ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин иккӗмӗш президенчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |